Пётр Шоркина халалланӑ Куславкка районӗнчи «Выля, купӑс» фестиваль-ӑмӑртӑва ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ — купӑҫсӑсем унта кашни ҫул пухӑнаҫҫӗ. Фестивалӗн кӑҫалхи вырӑнӗ Куснарта пулчӗ. Яланхи пекех ӑмӑртӑва ятарлӑ пӗлӳ илнисем те, хӑй тӗллӗн купӑспа выляма вӗреннисем те хутшӑнчӗҫ.
Фестивале пынисене район администрацийӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен пуҫлӑх ҫумӗ Солдатихина Марина, Куснар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Утемов саламларӗҫ.
Ӑмӑрту йӗрки-шывӗпе килӗшӳллӗн кашни хутшӑнакан икӗ кӗвӗ выляса пачӗ — вӗсенчен пӗри Пётр Шоркинӑн кӗвви пулчӗ.
Фестиваль гран-прине Вячеслав Зуев (Хурамалти фольклор ҫурчӗ) ҫӗнче илчӗ.
«Хӑй тӗллӗн аталаннӑ купӑсҫӑ» номинацире 1-мӗш вырӑна Утёмов С.Е. (Куснар ял тӑрӑхӗ) тивӗҫрӗ, 2-мӗш вырӑна — Мотова Л. Я. (Тӗмшер ял тӑрӑхӗ), 3-мӗш вырӑна — Андреев М.А. (Куславкка).
«Ҫамрӑк купӑсҫӑ» номинацире вара 1-мӗш вырӑна «Волга» АМШ вӗренекенӗсем Кашаев Алексейпе Аванский Денис тивӗҫрӗҫ.
Куславкка районӗнче культура эткерӗ ятне тивӗҫ ӗскерсем нумай: Н.И. Лобачевскийӗн музей-ҫурчӗ, Волчков купсан ҫурчӗ, Богоявлени чиркӗвӗн ансамблӗ, Иоанн Богослов чиркӗвӗн ансамблӗ, Хусан чиркӗвӗн чан тӑрри, Петр Осипов чӑваш ҫыравҫӑн ҫурчӗ тата ыттисем те.
Куславккара ҫавӑн пекех тепӗр историллӗ ҫурт пур — Жомени баронӑн пӳрчӗ. Вӑл икӗ хутлӑ, чул никӗслӗ, йывӑҫран хӑпартнӑскер. Ҫуртра пурӗ 15 пӳлӗм. Ӑна «Чӑваш Ен культури: 2010–2020» республикӑн тӗллевлӗ программӑн «Чӑваш Республикин культура эткерӗ» ҫумпрограммӑна кӗртнӗ. Пӗлтӗр хысна укҫи-тенкипе ҫуртӑн тӑррине юсанӑ, тата ытти ӗҫсене тунӑ. Кӑҫал уйӑрнӑ укҫапа пӳртӗн мал енне капӑрлатмалла, чӳречисене юсамалла.
Жомени барон кил-йышӗ революцичченхи Чӑваш Енре пуян ҫемье шутланнӑ, вӗсен пурлӑхӗнче пин ытла гектар ҫӗр пулнӑ. Хӑйсен ҫӗрне Куславккара ярмӑрккапа пасар ирттерме тара парса, икӗ хупах тытса самай укҫа тунӑ вӗсем. Куславкка ҫывӑхӗнчи пӑра та хресченсене тӳлевсӗр паман тет — нӳхреп валли ан илччӗр тесе ятарласа хуралҫӑ тытнӑ.
Утӑн 7-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Куснарти культура центрӗнче Ольга Ырсем актриса ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалласа ятарлӑ пултарулӑх каҫӗ иртрӗ. Шкул ачисем Ольга Ивановна вылянӑ спектакльсенчи пайсене вуласа пачӗҫ, ялта пуранакан Д. Молтушкин вара актриса унӑн асӗнче юлнӑ самантсем пирки каласа пачӗ.
Пултарулӑх каҫӗ вӗҫленнӗ май Ольга Ивановна Ырсем ҫуралса ӳснӗ кил умӗнче ларакан асӑм чулӗ умне чечексем хучӗҫ.
Ырсем Ольга Ивановна 1892 ҫулхи ҫӗртмен 24-мӗшӗнче ҫак ялта ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх артистки, РСФСР тава тивӗҫлӗ актриси ятсене тивӗҫнӗ. Театр сцени ҫине тухиччен Ольга Ивановна ялта ачасене вӗрентнӗ, кайран Хусанти педагогика институтӗнче вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче ҫӗр ытла сӑнара вылянӑ. Куракансене вӑл Нарспи (1922), Пинерпи (1927), Анисса (1943), Анюк («Энтип», 1949), Пелегея («Кукушка все кукует», 1974) сӑнарсенче яланах асра юлнӑ. Сцена ҫинчен Ольга Ивановна 1978 ҫулччен кайман. 1979 ҫулхи ҫурлан 3-мӗшӗнче вӑл пирентен уйрӑлса кайнӑ.
Акан 6-мӗшӗнчен Чӑваш телевиденийӗ тепӗр 200 пине яхӑн чӑваш килне ҫитет тесе пӗлтереҫҫӗ. Шупашкарсӑр пуҫне паянхи кун ку ҫӗнӗлӗхе Ҫӗнӗ Шупашкар, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри хулисем тата Опытныйпа (Ҫӗрпӳ районӗ) Тӗрлемес (Куславкка районӗ) посёлокӗсем хак пама пултараҫҫӗ. Тахҫанах кӗтнӗ ӗҫе Чӑваш Енри «Ростелеком» АУО, РТРС «Чӑваш Республикин РТПЦ» тата «Ҫӗн Шупашкар кабель ТВ» ТМЯО пӗрле пухӑнса йӗркеленӗ иккен.
Чӑваш чӗлхипе культурине аталантармалли майсем хушӑнни савӑнтарать ӗнтӗ, анчах та ҫак «чӳречене» чӑваш инҫекурав ӑстисем мӗнпе тултарӗҫ-ши?
2011 ҫулхи раштавӑн 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнче «Куславкка–Ҫатракасси–Тӗмшер–Аманик» участокӗнче «Варасӑр-Аманик» машин ҫулне савӑнӑҫлӑн уҫрӗҫ. Ҫак самант кунти халӑлӑх тахҫанхи ӗмӗтне пурнӑҫлама май пачӗ теме пулать. Халӗ ӗнте вӗсем аякран ҫаврӑнмасӑрах тӳрӗ ҫулпа Тӗмшертен Аманикпе Елчӗке ҫитме пултарӗҫ.
Ҫула 2008 ҫулта тума пуҫланӑ. Анчах та укҫа ҫитменрен 2009 ҫулта ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Хальтерех вара, 2011 ҫулта, М. Игнатьев Элтепер ҫине тӑнипе ҫула туса пӗтер май пулчӗ.
Уяв савӑнӑҫлӑ иртрӗ: ҫул тӑвакансене Хисеп хучӗсем пачӗҫ, ялти халӑх ушкӑнӗ юрӑ-ташӑпа куракансене савӑнтарчӗ.
Паян, раштавӑн 17-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх филармонинче «Куславккасем» ентешлӗх уява пухӑнчӗ. Савӑнӑҫлӑ концерт 13 сехетре пуҫланчӗ.
Чи малтанах зала пухӑннисене Куславкка тӑрӑхне сӑнлакан ӳкерчӗксемпе паллаштарчӗҫ. Унтан вара Чӑваш Республикин культура училищинче тӗпленнӗ халах инструменчӗсен оркестрӗ илемлӗ кӗвӗсемпе саламларӗ, Раиса Андреевӑпа Наташа Платонова юрӑсем юрласа пачӗҫ.
Уява малалла тӑснӑ май сцена ҫине чаплӑ хӑнисем тухрӗҫ — Куславкка тӑрӑхӗнче хастар ӗҫлекенсене чысларӗҫ.
Уява пухӑннӑ халӑха юрӑ-ташӑпа савӑнтаракансен шутӗнче «Эткер» ушкӑн, Раисӑпа Николай Андреевсем, юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата ыттисем пулчӗҫ. Концерта Вячеслав Оринов ертсе пычӗ.
Сӑнсем (148)
Куславкка районӗнчи паллӑ фермер Василий Семенов 2009 ҫултанпа купӑста фестивальне ирттерет. Малтан ӑна Карач ял тӑрӑхӗнче йӗркеленӗ, унтан вӑл Куславкка хулине куҫнӑ, республика шайне ҫитнӗ.
Кредит илсе пысӑк стройка пуҫланӑран Василий Николаевич уяв тума кӑҫаллӑха тӑхтас, ӑна ҫитес ҫула куҫарас тӗллевлӗччӗ. Раҫҫей ял хуҫалӑх банкӗн Чӑваш Енри филиалӗ вара вӑй-халне шеллемен фермера пулӑшма шухӑшларӗ. Ҫапла май вара кӑҫалхи фестиваль Шупашкарта иртрӗ.
Василий Николаевичӑн ырӑ пуҫарӑвне малалла аталантарса банк пархатарлӑ ӗҫ турӗ. Халӑх йӑлине манӑҫтарманни ҫитӗнекен ӑрушӑн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ. Пӗрле пуҫтарӑнса купӑста тӳсе йӳҫӗтесси ӗлӗкех пулнӑ, вӑл чӑн-чӑн уява ҫаврӑннӑ. Чӑваш кирек мӗнле ӗҫе те пӗччен-иккӗн мар, йышпа (нимелле) пурнӑҫланӑ. Ҫавӑнпа ывӑннине туйман, ӗҫӗ те ӑннӑ. Хамӑр ҫитӗнтернӗ экологи енчен таса пахча ҫимӗҫе йӑран ҫинченех йӳнӗпе сутни мӗн усси? Ӑна вырӑнта тирпейлесе хӗл каҫипе тупӑшлӑ вырнаҫтарни лайӑхрах.
Куславкка районӗнчи 3-мӗш вӑтам шкулӑн 8-мӗш «б» класӗнче пӗлӳ пухакан Юлия Винокурова пӗрремӗш класранпах «пиллӗк» паллӑсемпе вӗренет. Ҫав хушӑрах ачасен «Хӗвелҫаврӑнӑш» хореографи ансамблӗнче ҫичӗ ҫул ӑсталӑхне туптать. Хула, республика, Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑсемпе пултарулӑх конкурсӗсенче тӑван шкул чысне хӳтӗлет.
Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланчӗ кӑна пулин те Юля сумлӑ ҫӗнтерӳсен хисепне ӳстерме ӗлкӗрнӗ. Раҫҫей ачисен «Тӑван тавралӑх историйӗ» конкурсӗнчи республикӑри ӗҫсен пӗтӗмлетӗвӗпе вӑл пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Хаклава хӗрача «Пӗчӗк герб — пуян истори» ӗҫ тӑратнӑ, унта Куславкка хулин гербӗ, паллӑ вырӑнӗсем тата ҫыннисем пирки каланӑ. Сӑмах май ку ӗҫпе вӑл 2009 ҫулта та мала тухнӑччӗ — «Эткер» ирттерекен Раҫҫей элемӗсен конкурсне хутшӑннӑ май ун чухне 2-мӗш вырӑн йышӑннӑччӗ.
— Кашни кун мӗн те пулин ҫӗннине пӗлме тӑрӑшатӑп. Мана пулӑшса хавхалантаракансем — анне тата вӗрентекенсем, — тет Юля.
Вырсарникун Карач ял тӑрӑхӗн культура ӗҫченӗсем ҫутҫанталӑкпа туслӑ пулнине кӑтартрӗҫ — «Йывӑҫ ларт та ӑна упра» программӑна кӗрекен мероприятие хутшӑнса Куславкка–Шупашкар автоуҫул хӗрринче пин ҫурӑ хурӑн хунавӗ лартрӗҫ. Ку ӗҫе вырӑнти ял тӑрӑхӗн администраци ӗҫченӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Карач ялӗ Куславкка районӗн анӑҫ енче вырнаҫнӑ. Ку ял тӑрӑхне пурӗ 9 ял кӗрет: Илепар, Карач, Кӗҫӗн Карач, Мениҫырма, Минкӗш, Паланкасси, Ҫатрӑк, Тулпай, Якунькасси. Вӗсем пурте Енӗшӗн сылтӑм енче вырнаҫнӑ. Кашни ялӗ хӑйне евӗр, кашнийӗнчех мӗнле те пулин уйрӑмлӑх, хитрелӗх пур. Ҫавӑнпах пулӗ ку вырӑна халӑх Тискер Иван вӑхӑтӗнчех вырнаҫа пуҫланӑ.
Куславкка район халӑхӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Акатуя анлӑн уявларӗ.
Хальччен «Радуга» пионер лагерӗ пулнӑ уҫланкӑна чӑваш ялӗ картишӗсемпе, килӗ-ҫурчӗсемпе, ҫатан карти-мӗнӗпе куҫса килнӗ тейӗн. Ял халӑхӗ тата хула ҫыннисем, уява килнӗскерсем, пӗр-пӗрин патне хаваспах «хӑнана» ҫӳрерӗҫ. Кашни «килтех» вара сӗтел тулли ӗҫме-ҫиме.
Уява пухӑннӑ халӑха район ертӳҫисем саламланӑ хыҫҫӑн ҫур аки вӑхӑтӗнче чи хастар ӗҫленисене наградӑсемпе паха парнесем пачӗҫ.
Районта кӑҫал тыр-пула пурӗ 11 пин гектар ытла акнӑ. Ҫакӑн чухлӗ ҫӗре сухаласа акма машинӑпа трактор паркне ҫӗнетни май пачӗ. Юлашки виҫӗ ҫулта районта 250 миллион тенкӗлӗх ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ытти ҫитӗнӳсем те сахал мар куславккасен. Ҫавӑнпа та мӗншӗн савӑнас мар-ха паянхи уявра?
Акатуй кашни ҫулах хавасланма, пӗр-пӗрне курса калаҫма кӑмӑл тӑвакансене пӗр ҫӗре пухать.Уява таврари ялсенче пурӑнакансем кӑна мар, ытти хуласенчен те килеҫҫӗ. Халӑх ӑстаҫисем те хӑйсен тӗрлӗ-тӗрлӗ таварне — килте тӗртнӗ кавирсене, хӑваран авса тунӑ сӗтел-пуканпа карҫинкка-сумккасене, килти хуҫалӑхра кирлӗ савӑт-сапана сӗнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |